Иван яковлев яковлевич на чувашском языке сочинение

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев –вӗрентекен хайлавӗсем ача садӗнче

Тема: « Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев –вӗрентекен хайлавӗсем ача садӗнче »

Хатӗрлекенӗ: Герасимова А.В. воспитатель

Иван Яковлевича, чӑваш тӗнчи ҫутлӑхҫине палламан ҫын ҫук ӗнтӗ. Яковлев, чӑваш халӑхӗн чаплӑ ҫ утлӑхҫи, хӑйӗн вӑхӑтри ҫынсене ырми-канми ӗҫӗсемпе тӗлӗнтерекенӗ. Вӑл чӑваш ҫырулӑхне шухӑшласа кӑлараканӗ, халӑх верентӗвӗн ертӱ ҫ и, чӑваш фольклорӗн тӗпчев ҫ и, букварьсемпе чӑваш кӗнекисен авторӗ, тӑлмачӗ, пӗрремӗш чӑваш ача-пӑча писателӗ,литература хаклавҫи, хаҫат тата журнал ӗҫлӗхлӗ корреспонденчӗ. Гимназире вӗреннӗ чухне вӑл вырӑс тата тулашри классикӑпа паллашнӑ, Белинский, Писарев, Добролюбова вуланӑ.

Ачасене И. Яковлев ҫырнӑ хайлавсене вуланӑ чухне тӗпе хураҫҫӗ:

Чӑн малтан ачан текста чухлама, сӑмахлӑ ӳкерчӗксем туса туйӑма палӑртасси;

Сӑнарсене туйма вӗренесси;

Ытларах шкул ҫулне ҫитмен ачасем хайлаври сӑнлакан ӗҫ-пуҫа хӑйсен опычӗ шайӗнчен пӑхса чӑн пурнӑҫри пек йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ача садӗнче ачасене тарӑнрах ӑнланма иллюстрацисем пулӑшаҫҫӗ. Ӱкерчӗксемпе вӗсен шухӑш вӗҫевӗ хӑвӑртрах вӑранать.

Ачасене И. Яковлев юмахӗсемпе калавӗсене тимлесе итлеме, калӑпӗшӗпе пысӑках мар, содержанийӗпе ансатрах илмелле. Хайлав тӑрӑх пуҫарнӑ калаҫура ачасене хӑйсен шухӑшне уҫса пама, калаҫусемпе литература хайлавне тарӑнрах ӑнланса, туйса илме пулӑшмалла. Хайлавсемпе ӗҫленӗ май вӗсен илемлӗх тӗнчине, композицине уҫса пама тӑрӑшмалла. Текстпа ӗҫленӗ май вӑйӑ мелӗсемпе те вырӑнлӑ усӑ куратӑп.

-Мейӗр, ҫийӗр Иван татӑкне, вӑл кӗтесре йӑлӑнтарса лартӑр-ха!- терӗ..(« Йӑлӑнтарни»)

Ача сачӗнче тӗрлӗ меслетсемпе мелсемпе усӑ кураҫҫӗ:

Тӗрлӗ театр кӑтартасси;

Хайлавсене драмӑласа выляни;

Итленӗ хайлавсем тӑрӑх ачасем хӑйсем ӱкернӗ ӳкерчӗксен выставкисене йӗркелени.

Кашни ушкӑнрах кӗнеке кӗтесӗсем пур. Ачасене кӗнекесем патне «туртӑннӑшӑн» мухтасах тӑмалла. И.Я.Яковлев хӑйӗн хайлавӗсенче чылай ваттисен сӑмахӗсем усӑ курать. Тӗслӗхрен:

«Ҫапма пӗлмен пушӑ хӑйне ҫаврӑнса тивнӗ тесе ҫавӑнпа каланӑ пулӗ»

«Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тет» (Ҫил- тӑвӑл)

«Ҫын аллинчи кукӑль пысӑккӑн курӑнать тесе каламан ҫав». (Йӑлӑнтарни)

«Ӗҫлесе ҫисен ҫӑкӑр та тутлӑ, тӑрансан пыл та йӱҫӗ».(Кулачӑ)

«Шывӑн турачӗ ҫук теҫҫӗ». (Ҫуркунне)

« Ҫӑкӑр- тӑвар хире- хирӗҫ теҫҫӗ». (Тилӗпе тӑрна)

Ача сачӗнче ӗҫленӗ май халӗ те ҫак ваттисен сӑмахӗсене эпӗ ачасене вӗрентнӗ чухне яланах усӑ куратӑп. И.Я.Яковлев ҫырнӑ хайлавсене вуланӑ чухне ҫак кӗнекесем пул ӑ шаҫҫӗ:

Т.В.Артемьева Г.Ф.Трофимов «Печӗккисен кӗнеки: хрестомати», 2006.

Т.В.Артемьева С.Г.Михайлова «Чӑваш ача садӗнче икккӗмӗш кӗҫӗн ушкӑнри ачасене илемлӗ литературӑпа палллаштарасси» / Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 2015.

Т.В.Артемьева С.Г.Михайлова «Чӑваш ача садӗнче вӑтам ушкӑнри ачасене илемлӗ литературӑпа паллаштарасси» / Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 2016.

Л.В.Кузнецова «Ачасене шкулччен вӗрентмеллли программа» / Шупашкар, 2009.

И.Я.Яковлев «Ача-пӑча калавӗсем». «Детские рассказы» / Чебоксары, 2001г.

Чӑваш Республикинче тӗпе хурса ӗҫлекен ача садӗнче программӑра («Программа образования ребенка- дошкольника» ) палӑртнипе И.Я. Яковлев ҫырнӑ ҫак хайлавӗсемпе паллаштарма сӗнет.

Кӗҫеннисен иккӗмӗш ушкӑн валли: «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури», «Автан», «Хураҫка», «Чакак», «Тилӗ тус».

Аслӑ ушкӑн валли: «Сармантей», «Кулачӑ», «Эпӗ сехет ҫӗмӗрни», «Кашкӑрпа карчӑк», «Хӗветӗр», «Суеҫӗ», «Хӗсӗр ӗне».

Шкулчченхи веренӳ учрежденнийесен ачасене илемлӗ литературӑпа паллаштарас тӗлӗшпе ҫемьепе килӗштерсе ӗҫлемеллле.

Килте вулама сӗнме пулать: «Ӗнепе качака таки», «Эпӗ ӳкӗнни», «Вилнӗ чӗпӗ чӗрӗлни», «Пулӑ сӗрни».

Иван Яковлевич хӑйӗн хайлавӗсене 19 ӗмӗрте ҫырнӑ пулин те паянхи кунчен те ҫивӗч ӗҫ тӗллевлӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн ӗҫре Аслӑ Вӗрентекенӗн хайлавӗсене усӑ куратӑп, чӑваш чӗлхине манмала мар тесе вӗрентетӗп.Ачасем кӑсӑклансах итлеҫҫӗ.

Юлашкинчен И. Я. Яковлев вӗренекенӗ, пирӗн паллӑ тӗпчевҫӗ, чӗлхеҫӗ 31 чӗлхе пӗлнӗ В.Г. Егоров профессор самахесене аса илес килет: «Пӗр чӑваш та Иван Яковлев шайне ҫитеймест. Илтрӗр-и, пӗри те, нихӑҫан та..»

Уса курнӑ литература:

Н. Г. Краснов «Выдающийся педагог – просветитель» / Чебоксары, Чувашкнигоиздат, 1992.

Т.Н Петрова «Яковлевские чтения»: М-Чеб. 2006.

И.Я.Яковлев «Манӑн пурнӑҫ» (аса илӳсен сыпӑкӗсем) «Хыпар» хаҫат 32-33/4-5/№№

Источник

Эссе «И.Я.Яковлев. Направленность его ума и интересов»

В своей работе ученик рассказывает об оносельчанах, которые учились в Симбирской чувашской школе. Руководитель: Мутина Галина Серггевна

Скачать:

Предварительный просмотр:

И.Я.Яковлев санарě тата шухăш-кăмăлě.

Кăнна Кушки…Ǎна туран куратăн:

Çырмаллă ял, ял вěçěнче çыран.

Тахçан кунта иккен тăлăх туратăн,

Кěтÿ кěтсе вăл ÿснě ачаран.

Çын вăй-халне вăл çирěп шаннă,

Пире вăл чěннě çутталла.

Хальхи вăхăтра И.Я.Яковлева пěлмен чăваш çук та пулě. Чăваш çырулăхне, чăваш шкулне пурнăç панă вăл.Тăван халăха тěнче цивилизацийěн шайне çěклеме ěмěтленнě.

И.Яковлевич çинчен эпир букварь вуланă чухнех илтнě.

И.Я.Яковлев, унăн пархатарлă ěçě-хěлě çинчен эпир кашни класрах тěпчетпěр.

К.В.Иванов, М.Д.Трубина, Ф.П.Павлов тата ытти чăваш çыравçисен пултарулăхне тишкернě май Чěмпěрти чăваш шкулě, И.Яковлев çинчен асăнмасăр иртместпěр.Калаçу Аслă вěрентÿçě таврах пырать.

7-мěш класра вěренекен ачасемпе Трубина Мархвин «Ача чухнехи» повеçěн «Шкула Иван Яковлевич килсе кайни» сыпăка тимлěн вуласа тишкеретпěр.Шăпах çак урокра И.Яковлев портретне сăнатпăр. Иван Яковлевич çулланнă тапхăрта та патвар, тěлěнмелле вăйлă, çирěп чěреллě пулнă май, вăл выçă чăваш ялěнчи яшлăхěнче, ăна астăвакансем каланă тăрăх, хыткан, вăтанчăк, тăтăшах чирлекен ача пулнине ěненме те йывăр.Унăн паттăрла вăй-халě тата çан-çурăм çирěплěхě вăл ар çулне кěнěçем, гимназире вěреннě тата çěр виçекен пулса ěçленě тапхăрта, лайăхрах апатланма пуçласан тата вăйран кайса ěçлеме пăрахсан палăрма пуçланă. Ялкăшакан ăсěпе вара ача чухнех аслăрах çынсене тěлěнтернě.

Иван Яковлевич хăйěн сумне нихăçан та çухатман çын, чăн-чăн демократ пулнă.

Кěпěрнери паллă пуçлăх-и, е пěр-пěр министр, ялти вěрентекен-и, е хăш чух ушкăнăн-ушкăнăн тěрлěрен ыйтусемпе килекен çěр ěçченě-и—пурне те пěр пекех кăмăллăн йышăнма тăрăшнă Иван Яковлевич. Унăн шухăшěсем таса, мал курăмлă пулнă. Кашнинчех хуравне те çыннăн кăмăлне, унăн пултарулăхне кура панă вăл. Унăн сăмахěсем çынсенче çирěплěх, ыр кăмăллăх, тěрěслěхпе чăтăмлăх туйăмěсене вăратнă, тăван тавралăха, çывăх çынсене юратма вěрентнě.

Яван Яковлевичăн кун йěрки хресченсенни пекех пулнă. Çуллапа хěлле вăл ирех, 5 сехет тěлнелле тăнă, çак вăхăтра ун патне яланах ěçпе çÿрекен чăваш хресченěсем килнě. Вěсемпе вăл, чей ěçнě май, халăхăн кулленхи йывăр ыыйтăвěсене татаса пама тăрăшнă. Хěллепе кěр кунěсене Иван Яковлевич тул çутăличчен Чěмпěр шкулěн виçě çуртне те çитме ěлкěрнě, çывăрмалли пÿлěмсене, классене, столовăйсене тěрěсленě, вěренекенсем валли пěçерекен апата астивнě, çăкăрпа кваса тутанса пăхнă, лаша витине те çитсе курнă… Вăл хресченсен ахаль апатне—купăста яшкине, тăварланă хăярпа купăстана, пулă шÿрпине кăмăлланă. Вăл нихăçан та чěлěм туртман. Анчах унăн пÿлěмěнче ыттисем туртнине хирěç пулман. Хăйěн тěрлěрен наградисене вăл пěр-пěр паллă кун çеç çакнă. Мухтанас е мăнаçланас йăла пулман унăн.

Аслисемпе, влаçра тăракансемпе яланах хăйне çирěп, пěчěк ачасемпе е халсăррисемпе çепěç, ăшпиллě тытнă Иван Яковлевич. Унăн тěлěнмелле ырă кăмăл пулнă.

Пире, чăвашсене, ырăрах пулма вěрентет вăл. Акă, калăпăр, пирěн умра океан. Пур çěрте те шыв, вěçě-хěрри те курăнмасть. Тинěсре чипер ишсе çÿремешкěн, çитес çěре çитмешкěн çынсене хисеплес пулать, усал тума мар, усал сăмах та калама кирлě мар.

Ваттисене хисеплесе хастарлă та ěçчен пулма вěрентет пире Аслă вěрентекенěмěр.

Ачасем И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне панă халалпа» хытă интересленеççě, кăсăкланаççě. Çак халалра чěнсе каланисене пурнăç кěнеки е мораль кодексě тенě пулсан та йăнăш пулмěччě. Пирěн Аслă учителěн вěрентěвě паянхи кун та пысăк пěлтерěшлě.

Мěне вěрентет-ха халал? Халалра тăван чěлхене юратмалли, упрамалли çинчен каланă. Кашни çыннăн хăйěн чěлхи çинчен манмалла мар. Пуршăн-çукшăн вăрçăнмалла мар тет Иван Яковлевич. Чăвашсене пěр-пěрне пурнăçра пулăшса пыма хушать. Иван Яковлевич ěçе тěплě тума сěнет. Уставпа туни вăл çирěп мар. Вěрене темěнле явсассăн та, унăн вěçě пулать. Çын ěçленипе пуймалла мар. Хăвăн ěçлесе хăв аллупа тумалла. Халě улталаса пуякансем нумайланса кайрěç.

Халала вуласа тухнă хыççăн пěтěмлетÿ тăватпăр: пěр-пěринпе килěштерсе пурăннине нимěн те çитмест. Пурте туслă пурăнмалла: вырăс-и, чăваш-и, тутар-и эсě…

Иван Яковлевич вырăс чěлхине пысăк вырăна хунă, вырăс чěлхи чăвашсене вырăс культурине вěренсе пыма пулăшать тенě.

Чăваш халăхне вырăс культурине вěрентсе унпа çыхăнтарас ěçре Чěмпěрти чăваш шкулě пысăк вырăн йышăнса тăнă. И.Яковлев йěртсе пынипе Чěмпěрти чăваш шкулě халăха вěрентес ěçěн хăйне уйрăм системине туса хунă. Çав система тăрăх шкулсенче вěренекенсене хăйсен чěлхипе вěрентнě. Çакна пула çав шкулсем халăха çывăх шкулсем пулса тăнă.

И.Яковлев чăваш шкулěсене лайăх хатěрленнě учительсене парас задача лартнă, çакна вăл хăйěн тěп ěçě тесе шутланă. Çав учительсем халăх пурнăçěпе тачă çыхăнса тăракан çынсем пулмалла пулнă.

Пирěн ялтан та çак Чěмпěр чăваш шкулěнче вěренекенсем пулнă. Эпир çав пултаруллă çынсем çинчен ачасемпе уроксенче тăтăшах аса илетпěр. Акă вěсен хушамачěсем: Мясников А.М., Никонорова О.Н., Архипова А.Ф., Никонорова В.Н., Егоров Ф.Н., Иудин Ю.Н., Шмалаков Ю.Г., Гордеев А.П. Вěсем, пурте тенě пекех, шкулта ачасене вěрентнě. Нумай çынна пурнăçăн тěрěс çулě çине тăма пулăшнă. Хăйсем чăваш пулнишěн мăнаçланнă.

Читайте также:  Девиз для сайта учителя русского языка

6-мěш класра вěренекенсемпе килти вулав урокěнче А.П.Гордеевăн пултарулăхěпе паллашнă май унăн «Анне сăнарě» сăввине вуласа тишкеретпěр.

Иртнě вěренÿ çулěн ака уйăхěнче чăваш чăлхи эрнелěхěнче Чěмпěр облаçěнчи Майна районěн çут ěç пайěн пуçлăхě пулса нумай çул ěçленě Иудин Юрий Николаевичпа тěл пулу ирттертěмěр. Вăл Чěмпěр чăваш шкулěнче вěреннě çулěсем çинчен питě интереслě каласа пачě. Çак шкула йěркелекенě çинчен ăшă сăмахсемпе çеç аса илчě.

Нумай çул вырăс чěлхипе литературине вěрентнě Егоров Фёдор Николаевича та аса илсе хăварас килет. Вăл та Чěмпěр чăваш шкулěнчен вěренсе тухнă хыççăнах шкул ěçне кÿленнě. Тивěçлě канăва тухичченех тăван ял ачисене А.С.Пушкинпа М.Ю.Лермонтов чěлхине вěрентнě.

Иван Яковлевич хăйěн пěтěм пурнăçěн тěллевне—чăваш халăхне христианство тěнěпе пěтěçтерсе шăпăр шăтăкěнчен çутлăхăн анлă тěнчине илсе тухас, чăваша çын шутне кăртес тěллевне—чиркÿ ěçěпе тата патша влаçěн политикипе килěшÿллěн пурнăçа кěртсе пыма тăрăшнă. Çавăн пекех вăл ěмěрě тăршшěпех тăван халăхне пěтěм тěнче цивилизацийěн тěп кěнекисенчен пěрне—Библлие—чăвашла куçарса парасчě тесе хěмленсе ěçленě. Библи кěнекисене чăвашла куçарса халăх хушшине сарни чăваш халăхěн кěнеке-çыру, литература чěлхине йěркелесе яма тата çавăн пекех чěлхене çěнě ăнлавсемпе пуянлатма пулăшнă. Чăвашла куçарса кăларнă тěн кěнекисем халăх хушшине пěлÿлěх сарнă, чăвашсенчен вěреннě çынсем йышлăран та йышлă тухма пуçланă.

Халалěнчи сăмахсене аса илер-ха: «Турра ěненсе пурăнасси калама çук пысăк япала—пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ěненÿ этемěн ăсне, кăмăлне çунатлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать, инкек-синкек, хуйхă-мěн курнă вăхăтра чуна хăват парать; ăна çутатса тăрать». Чăвашсене юратса епле йăваш кăмăлпа тархаслать вăл!

1922-мěш çулхи юпа уйăхěн 21-мěшěнче Н.И.Яковлев суккăрланма пуçланă ашшěне тухтăрсене кăтартас тесе Чěмпěртен Питěр хулине илсе тухса кайнă. Килěнче унăн арăмě Екатерина Алексеевна та Алексей Ивановичăн çемйи юлнă, ăна кунтах кěтсе илме шантарнă. Çавна май ватă Шурсухал хăйěн пěтěм ěмěрне ирттернě чăваш шкулěнчен яланлăхах тухса каятăп тесе шутламан пулě. Анчах 80 ярса пуснă ватăшăн пурнăç тăршшěпе ырми-канми тăрăшса çавăрнă тăван йăваран кěске вăхăтлăха та пулин хăпса тухма тем пекех йывăр пулнă, йывăр шухăшсем пуçě çине арман чулě пек пусса тăнă, чунне хěстерсе ыраттарнă. Юлашки хут тăван çěр çинче тăнине чунě сиснех пулě çав ват çыннăн. Ахальтен мар вăл тухса каяс умěн шкул картишне тухсан вокзала илсе кайма хатěрленě тăрантас çине лариччен пуçěнчи çěлěкне хывса сăхсăхнă та тăван шкула тепěр хут вăраххăн пăхса çаврăннă хыççăн тăван килěпе, хăй никěслесе çěкленě «чăваш тěнчипе» пуç тайса сыв пуллашнă.

Иван Яковлевич гитлерла Германии Совет Союзě çине тискеррěн тапăниччен 11 çул маларах çěре кěнě. Анчах унăн шухăш-туйăмě, халалěсем, хăй вилсен те, унăн вěренекенěсенче, халăхра упраннă, паттăр ěçсем тума хавхалантарнă. Иван Яковлевич 60 çул чăваш халăхěшěн тăрăшнине нимěнпе те танлаштарма çук пулě. Çак тапхăрта чăваш халăхне ура çине тăратас, чăваш культурин карапě тинěс хумěсем айěнче пытаннă чулсене çапăнса ан аркантăр тесе ěçлемешкěн ăна мěн тери вăй-хал, çирěплěх, тÿсěмлěх кирлě пулнă! Иван Яковлевия Яковлев демократ-просветитель ěçě-хěлěпе кун-çулě Чăваш енпе Тутарстанра кăна мар, Раççейри ытти халăхсен историйěнче те ěмěрлехех упранě.

Тен, пирěн халě çакăн пек аслăран та аслă, пысăк чун-туйăмлă пехил парса хăварнăшăн Вěрентекенěмěре çěре çити пуç тайса тав тума, унăн пархатарлă ěçěсене халиччен тивěçлипе хаклама пěлменшěн чěркуçленсе ларса каçару ыйтма вăхăт çитрě пулě. Манăçа хăварар мар аслă та чаплă ентешěмěре—халăх культурипе вěрентěвне йěркелекенне—И.Я.Яковлева, чăвашсен хăватлă Улăпне, унăн сумлă халалне…

Источник

Сочинение. Знаменитые личности моего края. Иван Яковлевич Яковлев.

Знаменитые личности моего края.

Иван Яковлевич Яковлев.

Скачать:

Предварительный просмотр:

Знаменитые личности моего края.

Иван Яковлевич Яковлев.

Его жизнь и его наследие многократно изучено. О Яковлеве написано много статей и книг. Но не говорить о нём просто не возможно. Удивительна судьба человека, вышедшего из нашей глубинки и так значительно изменившего жизнь своего народа. Кто же он? Что позволило увековечить его имя? Отвечая на эти вопросы, мы обратимся к его биографии. Во многих источниках мы можем найти сведения о нём, но как много скрывается за этими строчками.

Иван Яковлевич Яковлев прошёл трудный, но благородный жизненный путь. Так сложилась судьба, что на третий же день своей жизни он остаётся круглой сиротой. Но в те времена таких детей брали на воспитание в семьи, и его тоже взяла семья, жившая по соседству. До восьми лет сирота воспитывался в семье удельного крепостного крестьянина Пахома Кириллова, служа ему поводырём. С детства приучали Ваню к труду и крестьянским заботам. Он пас стадо в родной деревне, помогал старшим в поле, дома. Иван рос смышлёным мальчиком.

Добившись досрочного освобождения от службы в удельном ведомстве, И. Я. Яковлев поступил в Симбирскую гимназию, затем организовал школу родного языка – по подготовке учителей для чувашских школ, которой будет руководить всю последующую жизнь. Днём он учился сам, а вечером занимался со своими учениками. Все это не помешало ему закончить гимназию с золотой медалью.

При поддержке инспектора народных училищ Симбирской губернии И. Н. Ульянова 15 ноября 1871 года школа приобрела официальный статус. В настояшее время школа является музеем И.Я.Яковлева в Ульяновске.

В этом же году, при активном содействии Н.И. Ильминского, И.Яковлев составляет на основе русской графики первый вариант нового чувашского алфавита. На его основе в 1872 году был издан букварь, ставший подлинно народной книгой.

« Н.И. Ильминский стоял всегда за то, чтобы устраивать школы в самых глухих местах. Как на такой глухой угол, я ему указывал на родную мне деревню Кошки-Новотимбаево. Ильминскому, которому удалось познакомиться с языком чуваш этой деревни, нравился тамошний выговор. И он, считавший, что в основу для всех чуваш, говорящих с разными местными особенностями и оттенками, должен быть положен один какой либо говор, остановился как на самом подходящим для такой цели говоре крестьян-чуваш деревни Кошки. Я так часто толковал с ним о месте моей родины, что Николай Иванович в шутку употреблял даже такие выражения: «Ну! Едете в чувашские Афины?», «Что нового в чувашских Афинах?» Этим шутливым сравнением захудалой деревни с древними греческими Афинами он хотел подчеркнуть, что из Кошек разливается и будет разливаться свет просвещения по всему чувашскому народу.»-вспоминал И.Я.Яковлев.

Опираясь на помощь и содействие русских общественных деятелей и коллег, он осуществлял административное и педагогическое руководство Симбирской чувашской школой, превратившейся со временем в кузницу учительских кадров для чувашских и других школ Поволжья, преподавал в ней, открывал и инспектировал школы в местностях с чувашским населением, разрабатывал педагогические и методические принципы обучения в национальной школе.

В 1871 году И.Я. Яковлев открыл школу в родном селе Кошки-Новотимбаево. Которое сейчас носит его имя.

Большое внимание Яковлевым придавалось духовному воспитанию чуваш. Была построена на его средства церковь на территории чувашской учительской школы в Ульяновске.

В 1885 году по инициативе И.Я.Яковлева была заложена, и 8 ноября 1886 году освещена в нашем селе церковь (Яковлевым было куплено старое деревянное здание церкви в селе Бурундуки и перевезено в Кошки.). Которое не сохранилось, но на его месте установлен крест.

В народе говорят: «Пире Яковлев сутта каларна!», т.е. вывел чувашский народ к свету, к лучшей жизни. Он оставил великое наследие своему народу.

То, что было сделано им для чувашского народа, И. Яковлев считал сделанным и для русского и других народов. Он никогда не противопоставлял интересы своего народа интересам других, выступал поборником дружбы народов. Более того, он считал, что только сближаясь с русским народом, сливаясь с Матерью — Россией, чуваши могут сохранить себя как народ. «Поэтому-то одной из задач создававшейся мной школы, — писал И. Яковлев, — было всячески содейсттвовать сближению между народами русским и чувашским на почве школьной программы, жизни, быта. Для этого должны были служить следующие меры:

1) приобщение чуваш к христианской культуре, признаваемой народными массами (И. Яковлев организовал перевод и перевел на чувашский язык часть Библии: Новый Завет и Псалтирь. В настоящее время Библия целиком переведена и издана на чувашском языке);

2) создание чувашского литературного языка и письменности, притом с алфавитом, имеющим общее с алфавитом русским;

Читайте также:  Выбери отличия языков программирования высокого уровня

3) ознакомление русского народа с жизнью и бытом чуваш, равно как и ознакомление чувашского народа с историческим прошлым, настоящим Матери-России».

Проходят века, но добрые дела И. Я. Яковлева не забываются. Чувашский народ глубоко чтит память выдающегося просветителя. Его

18 апреля 2008 года в нашем селе состоялось празднования 160-летия Ивана Яковлевича Яковлева. В ходе празднования в этот день состоялось торжественное открытие бюста.

25 февраля 2010 года в нашем селе произошло еще одно событие, которое является для нас историческим. Наше село посетили потомки Ивана Яковлевича Яковлева ( Ордынская Любовь Михайловна, Некрасова Лидия Дмитриевна, Павлов Владимир Всеволодович). Они еще не раз приезжали на землю своего известного прадеда.

17 сентября 2013 был открыт мемориальный комплекс, посвященный выдающимся людям села. Он построен на месте, где стоял дом, в котором родился Иван Яковлевич Яковлев.

Перед отъездом из Симбирска, в августе 1921 г., И. Я. Яковлев написал свое знаменитое «Духовное завещание чувашскому народу».

Он писал: « …Берегите величайшую святыню – веру в Бога.

Чтите и любите великий, добрый, умный русский народ. Верьте в Россию, любите её, и она будет вам матерью. Помните, что долг работать над просвещением чуваш лежит, прежде всего, на вас, на людях, которые вышли из их же среды. Берегите семью: в семье опора народа и государства. Будьте дружны между собой. Верьте в силу мирного труда и любите его…»

Неоценим вклад, который он внёс в приобщение коренных народов Поволжья и Урала к достижениям мировой цивилизации. Село Кошки-Новотимбаево, где он родился, по праву считается духовной столицей чувашского народа.

Подумать только и этот человек жил в нашем селе, ходил по улицам, где мы ходим, смотрел на речку, где мы отдыхаем… Он будет жить в наших сердцах, пока мы его помним. Потому что человек жив столько, сколько о нём помнят.

Источник

И.Я.Яковлев Ача-пăча калавĕсем. Рассказы для детей (на чувашском языке).
материал на тему

Ача-пăча калавĕсем. И.Я.Яковлев

Скачать:

Предварительный просмотр:

Пĕр çын хăйĕн айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă тет. Пĕр яла пырса ыйтать тет:

— Лаша курмарăр-и? – тесе.

Тата тепĕр яла пырса ыйтать тет:

Çапла ялтан яла тек çÿрет тет. Çÿресен-çÿресен пĕр ăслăрах çынна тĕл пулчĕ тет те:

— Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çÿренине курман-и? – тесе калать тет.

— Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларĕ тет.

Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине:

Эпĕ пĕчĕкçĕ пĕчĕкçĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлхана çых ма тытăнтăм. Çыха пĕлмесĕр çиппине пĕтĕмпе чăлхантарса пĕтертĕм.

Анне çакна курчĕ те:

Эпир пĕрре çулла çерем çинче вăрлăх çапатпăр. Сисмен те хамăр, пирĕн тĕле пĕлĕт хупланă илнĕ, çанталăк сĕм тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. Унччен те пулмарĕ çил-тăвăл пирĕн сарăма тырри-мĕнĕпе варкăштара пуçларĕ. Нимĕн тăва пĕлместпĕр. Хăшĕ аллине кĕреçе тытнă та улăмсене тĕртке-лесе çÿрет, хăшĕ сенĕк илнĕ те тырă хырма тытăнать.
Пирĕнпе пĕрле тырă çапакан куршĕ лашине утланн, пирĕн тавра кустарса çурет.
— Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет! Чĕлĕмĕм ăçта-ши? – тесе кăшкăрать.(3)

Арман туни

Кăçал кĕркунне пăр яп-яка шăнчĕ. Пĕр эрне кун эпир ачасемпе пухăнтăмăр та та пуртăсем илсе пăр çине выляма аптăмăр. Ачасем каларĕç: «Атьăр арман тăвар»,- терĕç. Ну вара пăр касма тытăнтăмăр. Пĕр пысăк пăр касса кăлартăмăр та çап-çаврашка туса хĕррине тикĕслерĕмĕр; варне шăтăк турăмăр. Унтан вара пăр çине пĕр юпа çапрăмăр та çав юпа çине пăра тăхăнтарса хутăмăр.

Çапла вара шавла-шавла каç туса киле таврăнтăмăр.(1;78)

ВĂРĂМ ТУНАСЕМПЕ СТАРИК

сăхманĕпе чипертерех пĕркенсе выртрĕ тет те çыртма паман тет вара.(1;78)

Пирĕн атте пасара каймассерен пирĕн валли кулачă илсе таврăнатчĕ. Пĕрре çапла пасартан таврăнсассăн атте пурсăмăра та пĕрер татăк кулачă валеçсе пачĕ. Мана ыттисенчен сахал панă пек туйăнчĕ. Эпĕ кулача илмесĕр, йăлăнтарса, пĕр кĕтесе кайса лартăм.

Атте ман еннелле çаврăнса пăхрĕ те:

Эпĕ пĕр чĕнмесĕр ларатăп. Атте манă панă кулачă татăкне илчĕ те йăмăксене валеçсе пачĕ:

— Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ.

Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать, тесе ахаль каламан çав ваттисем.(1;79)

Пĕр ачан кулачă пит çиесси килнĕ тет, ашшĕне пасара каймассерен кулачă илсе кил тесе ярать тет. Пĕрре пасар кунĕ ашшĕ çакна хутаççа çăкăр чиктерет тет те кăклама ертсе каять тет. Ана çине çитсен:

Тепĕртакран ашшĕ пасартан таврăнчĕ тет.

-Çăкăр кулачă пулчĕ-и, ывăлăм?- тесе ыйтать тет.

Манăн атте куçĕ курнă чухне тулти ĕçрен пушансассăн ялан савăт-сапа тĕплетчĕ, кăшăл çапатчĕ. Вăл ĕçленĕ чухне пирĕн валли выляма хăма татăкĕсем темĕн чухлĕ пулатчĕç.

Пĕрре эпир кÿршĕ ачи Кĕркурипе хăма татăкĕсемпе урай варринче вылякаласа ларатпăр. Кĕркури тепле ăнсăртран манăн пÿрт пеккине ишрĕ пăрахрĕ. Уншăн манăн Кĕркурие çилĕ килчĕ. Эпĕ ăна хăма татăкĕпе пуçĕнчен пат тутартăм. Кĕркури йĕре пуçларĕ. Анне илтрĕ те:

-Мĕншĕн тиврĕн? Хăна тивсессĕн аван пулĕ-и? Авă ĕнтĕ вăл киле каять; кампа выльăн вăл кайсассăн? –терĕ.

Кĕркури чăнах та çĕлĕкне, алсисене тăхăнчĕ те алăк патнелле утса кайрĕ. Эпĕ нимĕн чĕнместĕп. Тÿсеймесĕр йĕтĕм ятăм. «Мĕншĕн кăна çапрăм-ши?»- тесе ÿкĕнетĕп хам ăшăмра.

Кĕркури эпĕ йĕнине илтрĕ те:

«Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ?»-тесе юрлаççĕ ваттисем.

Алăкран тухса кайсассăн аллă тĕслĕ ăс кĕрет.(1;79)
Çуркунне

Çуркунне хĕвел хĕртсе пăхать. Тулта ăшă. Çил вĕрмест.

Çÿлте тăрисем юрлаççĕ. Юр ирĕле-ирĕле кăшт анчах юлчĕ. Урамра шыв чăл- чăл- чăл! Юхса выртать.

Эпир ачасемпе хăма татăкĕсенчен пĕчек кимĕнсем турăмăр. Хытăрах юхакан пĕр шырлана ятăмăр. Хамăр: «Камăн иртет! Камăн иртет!»-тесе кимĕсем хыççăн чупатпăр.

Çапла чупнса пынăçемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине те курман. Шыв лупашкине лап! Кĕтĕм ÿкрĕм. Кĕпе-йĕм йĕп-йĕпе! Сивĕ, шăнтăм хам.

Кĕпе-йĕм улăштарас тесе эпĕ киле чупса кайрăм.

-Ăçта йĕпетрĕн? Епле йĕпетрĕн? – тĕпчеме пуçларĕ анне.

Эпĕ тÿррипе каласа патăм.

-Çук сана кĕпе! Кай, кăмака çине улăхса лар! Улĕм умна-хыçна чипер пăхса çÿре!- терĕ аннем.

Шывăн турачĕ çук теççĕ.(1;79)

ВИЛНĔ ЧĔПĔ ЧĔРĔЛНИ

Пĕрре мана тырă вырнă вăхăтра чĕпĕ сыхлама хăварчĕç. Ун чух чĕпĕсем тухни виççĕмĕш кун анчахчĕ, çавăнпа вĕсене пÿртех хупса хăварчĕç.

Аттесем кайсан эпĕ чĕпĕсене çитере пуçларăм. Пирĕн пÿртре таракан пит нумайччĕ. Эпĕ чĕпĕсене таракан çитерес тесе сакка илтĕм те ăна урай çумне шакка пуçларăм. Шакканă чух тепле пĕр чĕппе сăмсинчен тиврĕ те чĕпĕ çаврăна пуçларĕ. Çаврăнсан-çаврăнсан кайрĕ ÿкрĕ те вилчĕ. Эпĕ ăна илтĕм те чĕрĕлмĕ-и-ха тесе хĕвел ăшшине чÿрече çине хутăм. Хăранипе хамăн ниçта кайса кĕме çук чĕре çунать, нимĕн тăва пĕлмесĕр тула тухса кайрăм. Урамра ман юлташсем выляса çÿpeççĕ. Манан выляс та килмест. Курăк çине лартăм та аттесене мĕн калăп-ши ĕнтĕ тесе тем пек хуйхăратăп, ларсан-ларсан çавăнтах йĕрсе те илетĕп тата хам. Ача ăсĕ çав, темĕн йĕмелли пур çав чĕпĕшен! Унтан пÿрте кĕтĕм те пăхăтап: хайхи чĕпĕ чÿрече çинче лара парать. Чĕрĕлнĕ ку, ăш çунтармăш! Эпĕ ана чÿрече çинчен илсе урайне ятăм та, ку амăшĕ патне чупса кайрĕ. Вара тин манăн чĕре лăпланчĕ.

Каçхине аттесем вырмаран таврăнчĕç. Эпĕ мĕн пулнине вĕсене вал каçах каласа кăтартаймарăм, пĕр-икĕ эрне иртсен тин каларăм. Аттесем вара кулса каларĕç:

Манăн атте сехет тÿрлетме ăста. Сехет Хĕветки тесен ăна таçти çын та пĕлет. Ăна кура пĕчĕк чухне манăн та сехет тÿрлетес килетчĕ. Анчах аттесем эпĕ айваннине кура мана сехетсем тÿрлетме мар, вĕсен çумне сĕртĕнме те хушмастчĕç. Эпĕ çапах вĕсем килте çук чух тыткаласа пăхаттăм.

Пĕрре çапла атте пĕр сехете илсе салатса тăкрĕ те тÿрлете пуçларĕ. Тÿрлетсен- тÿрлетсен хăй таçта тухса кайрĕ. Анне кÿрше ларма кайнăччĕ. Пиччесем иккĕшĕ те ирех вăрмана вутта кайсаччĕç. Мана ирĕк пулчĕ: мăлатук илтĕм те сехет ураписене шакка пуçларăм, анчах манăн çапмассерен шăлĕсем хуçăлаççĕ. Ĕçлесен-ĕçлесен каялла çаврăнса пăхрăм та чÿрече витĕр атте килнине курах кайрăм. Часрах сехет ураписене хуратăп та кăмака çине улăхса выртатăп. Атте килчĕ те сехетне тÿрлетме пуçларĕ. Курать ку: хăш-хăш урапин шăлĕсем хуçăк. Унталла-кунталла пăхкаларĕ те хайхискер эпĕ кăмака çинче выртнине курах кайрĕ. Ман патăма пычĕ те ыйтать:

-Элекçей, сехет урапи шăлĕсене эсĕ хуçрăн-им?-тет.

Кĕркунне кăткăсен туллине нÿр çапнă. Вĕсем ăна типĕтме тытăнна. Пĕр выçă аптранă шăрчăк вĕсенчен çиме ыйтнă.

каларĕç тет кăткăсем кăна.

Кăткисем ахăлтатса кулса ячĕç тет те:

Кашкăр пĕр путек çырма хĕрринче шыв ĕçнине курнă. Çак путеке ун пит тытса çиесси килсе каинă. Кăна ку ăçтан та пулин айăпласшăн кăшкăрса пăрахса калать:

Читайте также:  Как определяется определение в русском языке

Кашкăр çапла шалт çилленсе çитнĕ те каланă:

Уçăлма тухнă шăши çури

Пĕр шăши çури шăтăкĕнчен уçăлса çÿреме тухнă тет. Çÿресен-çуресен вăл амăшĕ патне таврăнчĕ те çапла каларĕ тет:

-Ах, анне, эпĕ икĕ кайăк куртăм-çке! Пĕри пит аван, тепри тискертен те тискер ĕнтĕ!

-Мĕнле кайăксем вĕсем апла?- тесе ыйтрĕ тет амăшĕ.

-Тискерри картишĕнче ак çапла уткаласа çÿрет-çке. Хăй хура ураллă, хĕрлĕ çĕлеклĕ, сăмси кукăр! Эпĕ ун умĕнчен иртсе пынă чух хăрах урине çÿлелле çĕклерĕ те çăварне карса пăрахрĕ, унтан кăшкăрса ячĕçке! Хăранипе ниçта кайса кĕре пĕлмерĕм çав.

-Ара, ачам, автан-çке вăл! Унтан мĕн апла тĕрлĕ хăрасси пур! Унăн пирĕн тĕлтен нимĕн усаллăхĕ те çук. Тата тепри мĕнлеччĕ?

-Тепри хĕвел ăшшинче ăшăнса выртатчĕ. Вăл шурă мăйлă, сăрă ураллă. Шурă ăмăрне çулакаласа выртатчĕ. Хÿрине хăй кăшт вĕл-вĕл сиктеркелет, ман çине куçне пĕр илмесĕр ăшшăн пăхать.

— Вăт унтан хăрамалла, тармалла.

Пĕр арăмăн пит турăх çиесси килнĕ тет. Ĕни хĕсĕр тет кунăн, сĕт памасть тет. Кăurr та пулин çапах сĕт памĕ-ши тесе каять тет ку картана. Ёни выртнă тет. Хăпăл-хапăл илет тет курка та чупать тет кÿршĕ арăмĕ патне.

— А те пăрулама выртнă-халĕ вăл, те ахаль выртнă? тесе каларĕ тет лешĕ.

Туман тихан пилĕкне ан худ теççĕ çав.(3)

Икĕ çын пĕрлешсе ĕçе каинă тет, ĕçлесе виçĕ тенкĕ укçа тупнă тет. Çав укçана уйăраймасăр тавлашса виçĕ кун ирттерчĕç тет. Алла тавлашса ирттериччен тата виçĕ кун ĕçленĕ пулсан миçешер тенкĕ тивĕччĕ вĕсене?

Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала теççĕ.(3)

Икĕ çын урамра пĕр кĕнеке тупнă тет. Иккĕш те илесшĕн тет ку кĕнекене. Пĕри калать тет: Эпĕ илем»; тепĕри калать тет: «Эпĕ илем». Çапла тавлашса тăраççĕ те турам варринче. Кусем патĕнчен тепĕр çын иртсе пырать тет.

-Мĕн çинчен тавлашатăр эсир капла?- тесе ыйтрĕ тет лешĕ.

-Апла пулсассăн кĕнекепеле мĕн тăватăр эсир? Вула пĕлекене парăр пĕрех хут. Эсир капла икĕ кукша çÿçĕсене турасшăн тавлашнă пек тавлашатăр,- тесе хăварчĕ тет вара лешĕ.(1;81)

— Ай-уй! пĕтрĕм-çке, хĕрт-сурт тытать, куршĕсем килсе çăлăрах! — тесе вилес пек кăшкăрать, тет. Иван патне кÿpшисем чупса пыраççĕ те йăтса тăратаççĕ, тет. Иван ни вилĕ, ни чĕрĕ, тет.

Кайран хайхи пĕлсен, Иванран кула пуçланă:

Эпир ака-суха çинче тата кĕркунне те каçсеренех лашасемпе çаран çине выртма каяттăмăр.

Пирĕн выртма çаранĕ хамăр ялтан инçех мар, пĕр-икĕ çухрăмран та ытла пулмĕ. Вăл çаран икĕ ял хушшинче: пĕр вĕçĕнче пирĕн ял, тепĕр вĕçĕнче, пĕр-ик çухрăмра, урăх ял. Икĕ енче икĕ лутра сăрт. Варринче пĕчĕкçеççĕ çырма юхса выртать. Çырма тăрăх унта-кунта хура хăва тĕмĕсем ÿсеççĕ. Çав çарана эпе лашасемпе темиçе те кайнă. Каймассерен унта ачасем пĕр-пĕр вăйа туртса кăларатчĕç.

Пĕрре çапла эпĕ кĕркунне выртма кайрăм. Кĕрхи каç пит тĕттĕм те сулхăн пулать; çавăнпа çĕр каçиччен урасем шăнса кÿтсех каяççĕ. Ачасем пурте пĕр çĕре пухăнчĕç те:

Çапла шуйăхкаласа тăнă çĕре хамăр ял насусĕ киле пapать кĕмсĕртеттерсе. Ун хыççăнах тата хамăр ялтан та, тепĕр ялтан та çуран çынсем чупа-чупа çитрĕç. Насуспа килекенсем пирĕн пата пырса чарăнчĕç те ни вăрçаймаççĕ, ни ятлаймаççĕ пире. Хăранипе шап-шурă шурса кайнă хăйсем. Пĕççисене шарт! çапаççĕ.

— Эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе тата! – теççĕ пирĕн ялсем.

Лашисене кăшт кантарчĕç те кайрĕç вара килелле шалтăртаттарса.(4)

Тĕттĕм пулчĕ. Тăманасем вăрманта варсем тăрăх çиме шырасa вĕçсе çуре пуçларĕç. Пĕр пысак карсак уçланка сиксе ‘тухрĕ те ларса юсанкала пуçларĕ. Çамрăк тăмани калать:

— Мĕншĕн эсĕ çав мулкача тытмастăн?—тет.

— Пысак ытла, вай çитес çук: эсĕ ăна çаклатăн та, вăл сана чăтлаха сĕтĕрсе кĕрĕ,—тет.

Çамрăк тăмани калать:

— Ак эпĕ ăна хăрах урапа çаклатам та теприпе часрах йываçран ярса тытам,—тет.

Унччен те пулмасть, çамрăк тăмани карсак çине ярăнать анать. Хайхискер чăнах та хăрах урипе ăна çурăмĕнченярсаилет те, мĕнпур чĕрни кунăн ăшне кĕрсех каять, тепĕр урине часрах йывăçран çаклатса илме хатĕрлет. Мулкачи сĕтĕре пуçласанах, тăмана часрах тепĕр урипе йывăçран ярса тытатьте шухашлать: каяймăн ĕнтĕ, тет. Мулкачи карт туртăнать те тăманана çурать пăрахать. Вара тăманан хăрах пĕççи йывăç çине юлать, хăрах пĕççи мулкачă çурăмĕ çине каять.

Тепĕр çул çак мулкача кайакçă тытать, тет. Вара ун çурăмĕнчи ÿт илсе ларнă тăмана чĕрнисене курса: ку чĕрнесем кунта аçтан килсе ларнă-ши тесе шалт тĕленчĕ, тет.(4)

Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать. Хапхи калать:

Анать вăкăр шыва куллен-кун.

— Хапха, эсĕ мĕншĕн уçăлса хупăнатăн? — тет.

— Манăн та мĕкĕрсе анас, — тет. Мĕкĕрсе анать шыв хĕррине. Шыв калать:

— Мĕншĕн, вăкар, мĕкĕретĕн?

— Мĕкĕрмесĕр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать.

— Манăн та хумханас, — тет. Пĕр çĕнĕ çын шыв ăсма анать:

— Шыв, мĕншĕн хумханатăн? — тет.

— Хумханмасăр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет.

Çĕнĕ çын калать:- Манăн та пĕр витрине çапса çĕмĕрес, — тет. Çапса çĕмĕрет витрине. Киле таврăнать. Хунямăшĕ чуста çăрать.

— Кин, мĕншĕн хăрах витрепе анчах ăсса килтĕн? — тет.

— Ăсса килмесĕр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, тет.

— Манăн та чустана кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.

Ывалĕ кайнă вăрмана. Таврăнать вăрмантан. Ывăлĕ калать:

— Мĕншĕн яшка пĕçермерĕр? — тет. Амăшĕ калать:

— Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, çĕнĕ çын та хăрах витрине çапса çĕмĕрнĕ.

— Манăн та хăрах атта кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.

Ырă çын пул. Саккуна пăхăнса тăр. Ватă çынсене, хăвăнтан аслисене хисепле, тантăшусем умĕнче пуçна ан каçăрт, хăвăнтан кĕçĕннисене пурне те кăмăл кур. Чиркÿ çыннисене, аçупа аннÿне, пуçлăхсене, пур ырă çынсене те хисеплесе, вĕсен сăмахĕнчен ан тух.

Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш. Пурнинпе те тÿрĕ пурăн, пĕринпе те урлă-пирлĕ ан пул. Усал ĕç тума мар, усал сăмах та ан калаç. Ваттисем калаçнă чух вĕсен сăмахне ан пÿл, пĕр чĕнмесĕр итлесе тăр. Чиперех пĕлмен япала çинчен пĕлнĕ пек ан калаç, малтан тĕплĕ ыйтса пĕл. Япалана курнине пĕрне ан хапсăн, ку манăн пулинччĕ тесе ан шухăшла. Çыннăнне пĕрне те ан вăрла, хăвăн мĕн пуррипе тутă пул. Çынтан кивçен илсессĕн вăхăтенче калле пар. Каланă сăмаха тыт. Нихăçан та ан суеçтер. Наян ан пул, ĕçчен пул, хастарлă пул. Çук çынсене мĕн вăй çитнĕ таран пулăш. Çынпа хирĕç пулсассăн ырă, ăшă сăмах кала. Хăвăнтан ыйтакан çынна тÿррипе каласа пар. Пĕлмен çынна вĕрент, хуйхăллă çынна йăпат.

Çак каланă сăмахсем тăрăх пурăнсассăн ырă çын пулăн, сана пĕри те тивмĕç: юлташусем, пĕлĕшÿсем пурте юратĕç, курайман тăшманусем нимĕн те тăваймĕç. Санăн пурăнăçу вара телейлĕ пулĕ.

Микихверĕн икĕ ывăл пулнă: пĕри вун ик çула яхăналла. Тепĕри вун тăватта яхăналла. Пĕрре Микихвере кÿршисем каласа кăтартнă: ун ачисем ват карчăкран кулнă имĕш.Ашшĕ кусене хăтăрарах чĕнсе ватă çынтан кулни аван мар тесе кала-кала ăнлантарнă. Ачисем чарăнма пулчĕç тет.

Пăртак пурăнсан çак ачасем хăйсем сăмах панине маннă. Пĕрре вĕсем ватă, çук çынна тĕл пулнă та унтан татах «ват супнă» тесе кула пуçланă. Ашшĕ çавна пĕлсен: «Епле ăса кĕртес-ши ку айвансене?»- тесе шухăшла пуçланă. Нумай та пурăнман- Микихвере шыва кĕртнĕ кун çитнĕ. Ачисем ашшĕ патне пынă та каланă:

-Атте, телейлĕ пурăнмалла пултăр, ĕмĕрÿ вăрăм килтĕр,- тенĕ. Ашшĕ каланă:

Ачисем ашшĕне питĕ юратнă, çавăнпа вĕсем намăсран хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă та ниçта кайса кĕме пĕлмен. Вара çапла хăйсем йĕркесĕр хăтланнине сиснĕ те вĕсем малашне ватăсенчен кулман.(1;90)

Источник

Мастерица